Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑпка юрри (Петӗр Хусанкай)

Атнере
Сӗм вӑрманӗ каш та каш,
Сулхӑн ҫилӗ ваш та ваш,
Эс ан ҫуйӑх, ан ҫухраш,
Ҫывӑр, пӗчӗкҫӗ чӑваш!
Урупа ан тапкалаш,
Аллупа ан ҫапкалаш,
Аннӳпе эс ан тавлаш,
Ҫывӑр, Аптраман тавраш!
Ашӑ ҫумӑр чаш та чаш,
Ӳс, калчам, ҫӗклен эс яш,
Ҫӳлерен ҫӳле кармаш.
Ҫывӑр, пӗчӗкҫӗ чӑваш!
Юлташпа эс пул юлташ,
Усалпа эс ан паллаш.
Тӑшманпа ан пул йӑваш,
Ҫывӑр, Аптраман тавраш!
Вырӑспа та тӑванлаш,
Тутарпа та эс туслаш,
Пурте — пирӗн хурӑнташ,
Ҫывӑр, пӗчӗкҫӗ чӑваш!
Малалла утсан — малаш,
Каялла юлсан - каяш,
Чӑн ҫултан эс ан аташ.
Ҫывӑр, Аптраман тавраш!
1948

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Петӗр Хусанкайӑн ытти сӑввисене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-01-28 23:48:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8269 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем